Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанах хӑйӗн сӗтеклӗ те тутлӑ ҫимӗҫӗпе палӑрать. Пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май хӑш-пӗр йӑла-йӗрке манӑҫа тухса пырать. Ҫавах та тутлӑ апат пӗҫересси мар. Ҫакна Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче иртнӗ уявра тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ. Унта «Кукӑль уявӗ» фестиаваль иртрӗ.
Уява Шупашкарти Мускав район администрацийӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ чӑваш халӑхӗн сыпӑкран сыпӑка куҫса пынӑ апат-ҫимӗҫне паян ҫӗнӗ шая кӑларса ҫынсене кӑтартасси, пӗлтересси, ырӑ йӑла-йӗркене аталантарасси.
Конкурсра сакӑр ушкӑн хӑйӗн пуян сӗтелӗпе паллаштарчӗ. Поварсем кукӑль-пӳремечсене асламӑшӗ-кукамӑшӗсенченех вӗренсе юлнӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе усӑ курса пӗҫернӗ.
Уяври апат-ҫимӗҫе ятарлӑ жюри хакланӑ. Вӗсем сӗтель ҫинче мӗн пулнине йӑлтах тутанса пӑхма тӑрӑшрӗҫ.
Фестивале ватти-вӗтти таранах пухӑннӑ. Хаваслӑ лару-тӑрура пурте ташланипе, юрланипе пӗрлех тутлӑ апатпа сӑйланчӗҫ.
Конкурса йӗркелекенсемпе спонсорсем фестивале хутшӑнакансене дипломсемпе, парнесемпе тата тав хучӗсемпе чысларӗҫ.