Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем пуҫтарнӑ ӗҫсем тӑрӑх Елчӗк районӗнчи арҫына присяга заседателӗсем суд тунӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте пурӑнакан 51 ҫулти арҫын тӗпленсе ниҫта та ӗҫлемен. Ӑна 8,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
Следстви тата Елчӗк район сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче арҫын Ҫирӗклӗ Шӑхальте 41 ҫулти пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хытӑ хӗненӗ. Алӑпа ҫапнӑ, урапа тапнӑ. Кайран ӑна киле илсе кайнӑ. Сурана пула хӗрарӑм тепӗр кун ирхине вилнӗ.
Арҫын хӗненине ҫынсем тата суд экспертизисем ҫирӗплетнӗ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.