Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 285 статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ертӳҫи ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн) тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (ӗҫпе усӑ курса улталанӑшӑн) айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл 0,16 гектар ҫӗр уйӑрни ҫинчен калакан суя выписка ҫырса панӑ. Тусӗ валли. Тӗрӗссипе вара юлташӗн ун пек нимле ҫӗр те пулман.
Апла пулин те юлташӗ ҫав хута тӗпе хурса ҫӗре Росреестрӑн управленийӗнче хӑйӗн ячӗпе регистрацилеме пултарнӑ.
Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата прокуратура ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Суя хут ҫырса панӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.