Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ ӑмӑрту — «Асамлӑ хӗҫ»!!!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.09.2012 07:41 | 1784 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисене комикссен ҫӗнӗ ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлать. Хальхинчине «Асамлӑ хӗҫ» ят патӑмар.

Ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.

Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.

Сюжет ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать —кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.

Ӗҫсене 2012 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 25-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ тӗлне палӑртӑпӑр. Ӑмӑртун тулли положенийӗпе кунта паллашма май пур.</p>

Хатӗр комикссене сканерласа (енчен те ӑна алӑпа ӳкернӗ пулсан) comix@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла. Кӗтетпӗр!

#ӳнер, #Асамлӑ хӗҫ, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем