Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Шупашкар хӗрӗ тӗнче чемпионки ята пилӗкмӗш хут тивӗҫнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.09.2019 18:59 | 1526 хут пӑхнӑ
Спорт

Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫуралнӑ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята пиллӗкмӗш хут тивӗҫнӗ.

Художество гимнастики енӗпе тӗнче чемпионачӗ Азербайджанри Баку хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫей спортсменӗсем 10 ылтӑн медальтен саккӑрӑшне ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсен — икӗ кӗмӗл тата виҫӗ бронза медаль. 5 мечӗкпе тунӑ хӑнӑхтарупа Раҫҫей спортсменкисем 30,00 балл пухнӑ. Ку вӑл — тӗнче чемпионачӗшӗн те, художество гимнастики енӗпе командӑсен ӑмӑртӑвӗшӗн те рекорд.

Ҫӑлтӑрлӑ ушкӑнти Шупашкар хӗрӗ — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Пултарулӑхне тӑватӑ ҫултанпа художество гимнастики енӗпе туптать вӑл. Маларах Чӑваш Енӗн художество гимнастикин республикӑри командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер патӗнче ӑсталӑха илнӗ. 12 ҫулта Чулхулари олимп резервӗн училищине, художество гимнастикин уйрӑмне, вӗренме кӗнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине ӑна 2017 ҫулта йышӑннӑ.

#Чулхула, #Шупашкар, #Азербайджан, #Баку, #спортсменсем, #ҫитӗнӳсем, #медальсем, #спорт, #чемпионатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем