Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш патшалӑх университетӗнче хӗвел электростанцине вырнаҫтарчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.08.2012 19:43 | 1929 хут пӑхнӑ
Хӗвел электростанцийӗ умӗнче
Хӗвел электростанцийӗ умӗнче

Нумаях пулмасть, ҫурлан 20-мӗшӗнче, ЧПУ тӗп корпусӗн тӑрринче хӗвел электростанцийӗн аморфлӑ кремнийлӗ ҫӳхе пленка ҫинче никӗсленекен модулӗсене хута ячӗҫ. Ҫак ӗҫе туса ҫитерме Италирен ятарласа килнӗ Pramac фирмӑн специалисчӗсем Неглиа Никола тата Бусхикхо Козимо Алеесандро та хутшӑнчӗҫ.

Хӗвелпе ӗслекен опытлӑ электростанци модулӗсем кӑларакан электроэнерги университетри лабораторие кайӗ. Кунти ӑстасем ҫанталӑка кура энерги пахалӑхӗпе калӑпӑшӗ епле улшӑнса тӑнине сӑнаса тӑрӗҫ.

Ӗҫе вӗҫленӗ май университет ректорӗ ют патшалӑхран ҫитнӗ специалистсемпе тата ҫак ӗҫе хутшӑннӑ «Хӗвел» МТЯО ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Калаҫӑва пуҫарнӑ май В.Г. Агаков пурне та тав турӗ, электроэнергие урӑх майпа туса илмелли меслетсен тӗпчевне малашне те пӗрле туса пыма сӗнчӗ. Сӑмах май, пирӗн университет ку енпе Раҫҫейри ытти аслӑ вӗренӳ учрежденийӗсемпе тачӑ ӗҫлет. 13 преподаватель «Ҫӳхе пленкӑллӑ хӗвел фотоэнергийӗ» программӑпа А.Ф. Иоффе ячӗллӗ физикӑпа техника институтӗнче тата Санкт-Петербургри «ЛЭТИ» патшалӑх техника университетӗнче ятарласа пӗлӳ пухнӑ. «ЛЭТИ» университетра хальхи вӑхӑтра вара 15 магистрант хӑйсен пӗлӗвне туптать — дипломӗсене вӗсем Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата «Хӗвел» ТИЯО-ра хӳтӗлемелле. Радиотехникӑпа электроника факультечӗ кӑҫал «Электроникӑпа наноэлектроника» пӗлӳ енӗпе пӗрремӗш 10 студента вӗренме илни те ҫак промышленность ӑсталӑхне пирӗн республикӑра аталанма май парӗ.

Тин кӑна вырнаҫтарнӑ хӗвел электростанцине илес пулсан ун хӑватне малашне ӳстерме палӑртнӑ — 100 киловата ҫити. Танлаштарма: Шупашкарти 2-мӗш ӐЭЦ (ТЭЦ) 460 мегаватт, Шупашкар ГЭСӗ паянхи кун 800 мегаватт кӑларать. 100 киловат университета ҫитме те пултарать.

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #техника, #электроэнерги, #ӑстасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем