Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Патриарх патне — пуҫ тайма

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.05.2007 22:34 | 1959 хут пӑхнӑ

Чӗмпӗр чӑвашӗсем пӗлтереҫҫӗ:

Акан 25-мӗшӗ — Чӑваш тӗнчишӗн сaваплӑ та паллӑ кун. 1992 ҫулта Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ ҫак куна Чӑваш чӗлхи кунӗ тесе йышӑннӑ, 15 ҫул хушши Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенче ентешсем ӑна чаплӑн палӑртаҫҫӗ.

Халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Улӑп Ҫыннӑмӑр — И.Я.Яковлев ҫут тӗнчене килнӗ кунхине Сентябрӗн 12-мӗшӗ ячӗллӗ урам уяв вырӑнне ҫаврaнчӗ. Чӗрӗ чечек ҫыххисем йӑтнӑ ватти-вӗтти ҫур ҫул каялла ҫӗкленсе ларнӑ Патриарх палӑкӗ умне 12 сехетре пуҫтарӑнчӗ. Иван Яковлевичӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ уява УОЧНКА ертӳҫи В.И.Сваев уҫрӗ.

— Пирӗн — Чӗмпӗр чӑвашӗсен — ҫакӑн пек вырӑн пурришӗн савӑнмалла. Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларассишӗн пурнӑҫ тӑрaшшӗпе ӗҫленӗ И.Я.Яковлева эпир ӗмӗр-ӗмӗр пуҫ тайма тивӗҫ. Паян унӑн ҫутӑ сӑнарне асра тытса халӑхӑмӑршӑн ырӑ ӗҫсем тумалла. Ырӑ чунлӑ ентешсем пулaшнипе ҫӗкленсе ларнӑ палӑк — унӑн ӗҫне хаклани. Манӑн кунта пуҫтарӑннӑ ачасемпе ҫамрӑксене, ватӑсене Аслӑ Вӗрентекен сaмахӗсене тепӗр хут аса илтерес килет: «Раҫҫее хисеплӗр, ӑна юратӑр, вӑл сирӗн аннӗр пулӗ." Яковлев каланӑ Халал пире яланах хавхалантарса тӑтӑр, — терӗ Владимир Ильич.

Область кӗпeрнаттӑрӗн пулӑшаканӗ Т.В.Сергеева С.И.Морозовӑн салам ҫырӑвне вуласа пачӗ.

— Чӑваш Чӗлхи уявӗ ячӗпе ӑшӑ салам йышӑнсамӑр. Раҫҫейри нумай нациллӗ халӑх хушшинче чӑвашсем сумлӑ та хисеплӗ, пирӗн регионри экономикӑпа промышленность, наука аталанӑвӗнче вӗсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ, хaйсен культурине аталантараҫҫӗ. И.Я.Яковлев ӗҫне малалла тӑсакансем эсирех. Ӑнӑҫусем сире, — ырӑ сунчӗ Татьяна Владимировна.

— Ульяновск облаҫӗн делегацийӗпе пӗрле Шупашкарти ӗҫлӗ тӗлпулура Чaваш Республикин Президенчӗ Н.В.Фёдоров ҫапла каларӗ: "Раҫҫейри пӗртен-пӗр хулара И.Я.Яковлевӑн палӑкӗ ҫӗкленсе ларни — пирӗншӗн мӑнаҫлӑх." Эпир — чӗмпӗрсем — темиҫе хут мухтанма пултаратпӑр, савӑнатпӑр. Сaваплӑ вырӑна пуҫтарӑннипе кӑмӑл ҫӗкленӳллӗ, – терӗ Хула Думин председателӗн ҫумe П.К. Столяров.

«Единая Россия» партин регионри политсовечӗн секретарӗ А.Г.Еленкин ҫапла каларӗ:

– Мускавра А.С.Пушкин палӑкӗ умӗнче ӗҫлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, ҫамрӑксем те унта пуҫтарӑнаҫҫӗ. Пирӗншӗн И.Я.Яковлев палӑкӗ ҫакӑн пек вырӑн пулса тӑтӑр. Ҫакӑнтах ватти-ҫамрӑкки килсе Патриарх халалланӑ сӑмахсене, вырӑс халӑхӗпе туслӑ пурӑнмаллине aса хывтӑр.

Уявра Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗренсе тухнисем те сахал мар пулчӗҫ. Патриарх утса ҫӳренӗ ҫуртра пӗлӳ илнӗскерсемшӗн ҫак шкултан инҫе мар палӑк ҫӗкленсе ларни — сӑваплӑран та сӑваплӑ вырӑн.

— Чӑваш шкулӗнче 1949-1956 ҫулсенче эпӗ иккӗмӗш тӑван киле тупрӑм, ҫакӑншӑн хама телейлӗ тесе шутлатӑп. Ҫак палӑк ҫӗкленсе ларнишӗн, тинех ырӑ ӗҫе вӗҫне ҫитернишӗн кӗпeрнаттӑра, чӑваш наци автономине тав тaватӑп. Паян пурин ятӗнчен те — чӑваш шкулӗн преподавателӗсемпе вӗренсе тухнисенчен салам йышaнсамӑр, — терӗ Г.Н. Афанасьева.

Патриарха халалланӑ сӑвӑ йӗркисем палӑк умӗнче ҫак кунхине мӑнаҫлӑн янӑрарӗҫ. Александр Богатов, Анатолий Ырьят, Анатолий Юман, Валентина Тарават, Анатолий Чебанов, Алексей Ашкеров, Пётр Ишутов хaйсен сaввисене хавхаланса вуларӗҫ. Ҫакӑнта мар-и-ха чӑваш сaмахӗ паян чаплӑн та мухтавлӑн (Яковлев ӗмӗтленнӗ пек) янӑранин пӗлтерӗшӗ? Тен, леш тӗнчере Иван Яковлевич хaй ячӗпе Чӗмпӗрте сӑмах каланине илтет. Чун-чӗре хавхаланӑвне илсе ҫитерекенсем сахал мар пулчӗҫ. Ишевке хутлӑх (поселени) пуҫлӑхӗ П.Н.Морозов, облаҫри учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институт методисчӗ Н.С.Нурмухаметова, педагогика университетӗнчи чӑваш студенчӗсем тухса калаҫрӗҫ.

— Паянхи уява, И.Я.Яковлева пуҫ тайма ятарласа килтӗм, — терӗ аякри Кaлаткaпуҫ районӗнчи Бахтеевка шкулӗнче чӑваш чӗлхе вӗрентӳҫи Е.В.Васильева.

Ҫамрӑк ӑру — шкул ачисем — палӑк умне вут-хӗмлӗ гвоздикӗсем хучӗҫ. Ульяновск районӗнчи Елшанка тата Ишевке, хулари 55-мӗш вӑтам шкулти чӑваш ачисем хaйсен вӗрентӳҫисемпе ятарласа уява килнӗ.

— Уяв хыҫҫӑнах чӑваш музейне те ҫитсе куратпӑр. Кашни чӑваш ачи Ульяновскра ҫакӑн пек сaваплӑ вырӑнсем пулнине пӗлмелле, — терӗ З.Г.Ярзуткина, Елшанка шкулӗн вӗрентӳҫи.

Пьедестал ҫинчен анса Улӑп Ҫыннӑмӑр халь-халь пирӗн пата утӑм тӑвассӑн туйӑнать. Палӑк чӗрӗ чечексен айне пулать. «Паян пӗрремӗш хут пуҫтарӑнтӑмӑр. Малашне ку ырӑ йӑлана кӗтӗр, чӑваш юрри-сaвви янӑратӑр, кунтах пӗр-пӗринпе тӗл пулма калаҫса татӑлӑр», — терӗ юлашкинчен В.И.Сваев.

Авалхи хуламӑрта сaваплӑ вырӑнта пуҫ тайни чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ — Патриарха сума суни, пӗрле пулни — хавхалану ҫуратать.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем