Вӑрнар районӗнчи Туҫи Ҫармӑс ялӗнче халӑх шучӗпе ҫул юсанӑ. Тӗрӗсрех каласан, вырӑнти пуҫарулӑх программипе.
820 метр тӑршшӗ ҫула вак чул сарса хытарнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура, хӗрлӗ хӑю касса, шар ҫаксах уҫнӑ. Мероприятие Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков, подряд организацийӗн (вӑл — А.Г. Ефимова усламҫӑ) ӗҫченӗсем, ял ҫыннисем пухӑннӑ.
Ҫула кӗске вӑхӑтра юсанӑ. Ӑна епле сарни ял ҫыннисене тивӗҫтерет. Подряд организацийӗн ӗҫ-хӗлне халӑх сӑнасах тӑнӑ. Вак чул сарнӑ ҫул 5 урама ҫыхӑнтарать.
Тӳре-шара пуҫарулӑх программине хутшӑннӑшӑн ял ҫыннисене тав тунӑ. Вырӑнтисем хӑйсен укҫи-тенкине шеллеменнине кура хыснаран та «нухрат» уйӑрнӑ.