Анаткас ялӗ ӗнер, утӑн 13-мӗшӗнче, пӗтӗм ял халӑхне пухса ял кунне ирттернӗ. Сӑлтавӗ вара — яла никӗсленӗренпе 260 ҫул ҫитни. Ял кунне тӗплӗн хатӗрленни уяв лаптӑкне ҫитсенех паллӑ пулчӗ — йывӑҫран касса кӑларнӑ тӗрлӗ эрешсемпе илемлетнӗ. «Пирӗн ялӑн ҫыннисем ылтӑн алӑллӑ вӗсем» курав та ялта ӑстасем сахал маррине кӑтартрӗ. Унсӑр пуҫне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх урам картишӗсене йӗркеленӗ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем валли лапамсем хатӗрленӗ — кире йӑтакансем валли те, воллейболла вылякансем валли те, ҫытарпа ҫапӑҫма кӑмӑллакансем валли те. Чуччу вара ҫак кун пӗрре те пушӑ тӑмарӗ.
Уяв уйрӑмах культура программипе пуян пулчӗ. Халӑха хӑйсен пултарулӑхӗпе фольклор ушкӑнӗсем те, Шупашкартан чӗнсе илнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсем те, Ямаш шкул ачисем те самаях савӑнтарчӗҫ.
Ял уявӗсенче хастар ҫынсене хисеп хучӗсемпе чысласси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ — анаткассем те ӑна пӑсмарӗҫ. Вырӑнти Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те, Канаш районӗнчен ҫитнӗ тӳре-шара та ял халӑхне хисеп хучӗсем парса вӗсен ӗҫӗсене чыс турӗҫ.
Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлчӗ — уява официаллӑ май хупнӑ хыҫҫӑн ачасемпе яшсем ҫӗрлечченех воллеболла вылярӗҫ, дискотекӑра савӑнчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра ялӗ хӑй те шавлама пӑрахмарӗ — кашни килте тенӗ пекех инҫетрен килнӗ тӑвансене сӑйларӗҫ, пӗрле ларса юрӑ шӑрантарчӗҫ. Уяв кӑмӑлӗ мӗн ирччен тӑсӑлчӗ.
Agabazar // 1857.37.1876
2019.07.15 20:09 | |
Анаткас Шĕкĕр. |