Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чап-чап уйӑхӗ» вар хытиччен култарӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.07.2019 06:17 | 2428 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. «Чап-чап уйӑхӗ» ят панӑскере Александр Григорьевӑн, Трофим Иванов-Таҫукӑн тата Юрий Терентьевӑн тата Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилован кулӑшла калавӗсем кӗнӗ. Вӗсене пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ — Галина Антонова, ӳнерҫи — Петр Сергеев.

Галина Антонова кӗнекери хайлавсенчен пӗрин сӑнарне уҫса панипе паллашма кӑсӑклӑ: «Санькка авланни эрне ҫитет. Хӑй юратнӑ хӗре качча илнӗ упӑшкана мӗн кирлӗ? Тӗрӗс, чап-чап уйӑхӗ кирлӗ. Ирӗксӗр качча панӑ Роза вара, пирӗшти пек хитрескер, упӑшка шутланакан Саньккана ҫывӑха та ямасть. Кӑнтӑрла вӑл мӑшӑрӗн йӑмӑкӗсенчен шит те уйрӑлмасть, ҫывӑрма вӑхӑт ҫитсен ҫав тери ӗнентерӳллӗ сӑлтавсем тупать: «Эп ҫук ҫын та, ыйткалакан та мар. Пӗрремӗш хут упӑшка ҫумне выртма мана хам алӑпа тӗрленӗ аялти кӗпе, хам туса хатӗрленӗ тӳшек-минтер кирлӗ», _ тет те ҫывӑрма Саньккан йӑмӑкӗ ҫумне кӗрсе выртать. Кашни кунах пӗр юрӑ ҫамрӑк арӑмӑн: «Тӑван яла кайса хамӑн япаласене илсе килмелле». Саньккан ирӗксӗрех хӗр тупри илме кайма тивет. Арҫын ҫул ҫинче арӑмӗпе иккӗшӗ кӑна юласса ӗмӗтленет, вырман ыраш анинче те пулин Розӑна ыталаса курасса шанать. Анчах та...»

Мӗнех, ҫӗнӗ кӑларӑма туянма васкар. Унти кулӑшла калавсене вула-вула вар хытиччен кулар.

#культура, #кӗнекесем, #кӗнеке издательстви, #Эстони, #ҫыравҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2958.92.2024
2019.07.08 15:33
Agabazar
Дина Гаврилова калавĕсене вырăсларан чăвашла кам куçарнă?
ДГ // 3894.49.6965
2019.12.18 12:42
САвельев Александр Сергеевич

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем