Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Цифра телекуравӗ сӳнме пултарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.05.2019 18:51 | 1585 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енре цифра телекуравӗ сӳнме пултарать. «Ӗҫлеттерсе ячӗҫ кӑна-ҫке, мӗн амакӗ тата?» — тесе тӗлӗнме кирлӗ мар.

Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цифра телекуравӗ тикӗс те паха ӗҫлетӗр тесен ӑна вӑхӑтра тӗрӗслемелле. Ҫавна май Раҫҫейӗн телекуравӗпе радиовещани сечӗн Чӑваш Енри филиалӗн специалисчӗсем радиотелекурав станцийӗсенче профилактика ӗҫӗсем туса ирттерӗҫ. Ҫавна вӗсем ҫу уйӑхӗн 27-31-мӗшӗсенче пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ.

Профилактика ӗҫне Хӗрлӗ Чутайӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейӗнче, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырминчи тата Чӑпкасри, ҫавӑн пекех Етӗрне районӗнчи станцисенче ирттерме палӑртнӑ.

Ишлейре ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16-ччен профилактика енӗпе тимлӗҫ, Чӑпкасра — ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Ыхраҫырминче — ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен, Етӗрне районӗнче — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Хӗрлӗ Чутайӗнче — ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен.

Профилактика вӑхӑтӗнче телекурав сигналӗ вӑхӑтлӑха сӳнме пултарӗ. Ӗҫе вӗҫлесен вӑл йӗркеленсе кайӗ.

#Чӑпкас, #Ыхраҫырми, #Ишлей, #Хӗрлӗ Чутай, #Шупашкар районӗ, #Патӑрьел районӗ, #телекурав, #Информаци политикин министерстви, #Етӗрне районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем