Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мӗнле пурӑнать Трак ен ҫамрӑкӗ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 16.03.2012 16:39 | 2228 хут пӑхнӑ
Упи ял тӑрӑхӗн ҫамрӑкӗсем Джигурдапа
Упи ял тӑрӑхӗн ҫамрӑкӗсем Джигурдапа

Трак тӑрӑхӗнче 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Красноармейски районӗнчи яш-кӗрӗм: 2011–2020 ҫулсем» программа йышӑннӑ. Унӑн тӗллевӗ — Трак тӑрӑхӗнчи яшсемпе хӗрсене районӑн социаллӑ-экономикӑлла, обществӑпа политика пурнӑҫне тата культура аталанӑвӗн ӗҫ-хӗлне туллин явӑҫтарасси. Нумаях пулмасть ҫамрӑксен пӗрлехи информаци кунӗнче иртнӗ ҫул асӑннӑ программӑна мӗнле пурнӑҫланин кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ. Ҫак ыйтупа район администрацийӗн ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Т. Васильева тухса калаҫнӑ.

Программӑра палӑртнӑ тӗп мероприятисене пурнӑҫлама район бюджетӗнче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Трак тӑрӑхӗнче ҫамрӑксен политикине пурнӑҫлас тӗлӗшпе яш-кӗрӗме ҫарпа патриотизм, ӑс-хакӑлпа нравственность воспитанийӗ парас ҫӗрте тӗп енсенчен пӗри хӗрсемпе каччӑсен тата ача-пӑчасен обществӑлла пӗрлешӗвӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Районта экономикӑра, вӗрентӳре, сывлӑха сылас ӗҫре, халӑха социаллӑ хӳтлӗх панӑ ҫӗрте, культурӑра, физкультурӑпа спортра, экологире ҫамрӑксен политикине еплерех пурнӑҫланине тишкерни ҫамрӑксене социаллӑ-экономикӑлла, политикӑпа культура пурнӑҫне татах та активлӑрах явӑҫтарма ҫирӗп никӗс пурри палӑрать.

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Трак тӑрӑхӗнче 14–30 ҫулсенчи 4572 каччӑпа хӗр (районти мӗнпур халӑхӑн 25,5 проценчӗ) пурӑннӑ. Пикшик тӑрӑхӗнче чи нумай — 298 (29%), Еншик Чуллӑпа Карай тӑрӑхӗсенче вара чи сахал — 288 тата 196 (19,3%). Алманчпа Чатукасси ял тӑрӑхӗсенче те ҫамрӑксен процент йышӗ районӑн вӑтам кӑтартӑвӗнчен сахал.

Трак енри яш-кӗрӗмрен 37,2 проценчӗ — вӗренекенсем, ӗҫлекенсем — 39,3, вӑхӑтлӑх ӗҫлеменнисем — 22,9, ӗҫсӗррисем — 0,5 процент. Тишкерӳ ҫакна кӑтартать: яш-кӗрӗмӗн 54,5 проценчӗ тулли вӑтам пӗлӳллӗ, 15,9 проценчӗн ятарлӑ вӑтам пӗлӳ пур, 18,6 проценчӗ (851) вара аслӑ (тулли мар аслӑ) пӗлӳллӗ. Упи ял тӑрӑхӗнчи 220 каччӑпа хӗр (44%) аслӑ е тулли мар аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2009–2011 ҫулсенче 14–30 ҫулсенчи 1907 ҫамрӑк ӗҫ шыраса районти ӗҫпе тивӗҫтерекен центра пынӑ, вӗсенчен 1483-шне (77,7%) ӗҫе вырнаҫтарнӑ.

Трак тӑрӑхӗнче паянхи куна 596 ҫамрӑк ҫемье шутланать, вӗсенчен 204-шӗ (34,2%) хваттер черетӗнче тӑраҫҫӗ. 2009–2011 ҫулсенче хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене 34 ҫемье лайӑхлатнӑ.

2010 ҫулта 14–30 ҫулсенчи 225 (4,8%), пӗлтӗр 240 ҫамрӑк (5,2 %) административлӑ право йӗркине пӑснӑ. Эрех-сӑра серепине ҫакланнӑ асӑннӑ ҫулсенчи 14 ҫын (мӗн пур ҫамрӑксен 0,3 %) учетра тӑрать.

Ҫамрӑксен политикине татса панӑ ҫӗрте приоритетлӑ енсенчен пӗри волонтер юхӑмне ӗҫе кӗртни пулса тӑрать. Паянхи куна пирӗн тӑрӑхра ҫак ӗҫе 127 яш-кӗрӗме (28%) явӑҫтарнӑ. Ку ушкӑнти активистсене яланах хавхалантарса пыраҫҫӗ, вӗсем творчествӑри ӑнтӑлушӑн Республика Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫеҫҫӗ.

Иртнӗ ҫул районти территори суйлав комиссийӗ ҫумӗнче 7 ҫынран ҫамрӑксен суйлав комиссине туса хунӑ, пӗлтӗрех район депутачӗсен Пухӑвӗ ҫумӗнче 15 ҫынран ҫамрӑксен палатине йӗркеленӗ. «Чулхула трансгаз Газпром» пӗрлешӳ филиалӗн — Заволжски ЛПУМГӑн юрисконсультне, кунти ҫамрӑк специалистсемпе рабочисен канашӗн председательне С. Кузьминана пирӗн районтан ЧР муниципаллӑ пӗрлешӳсен Канашӗн ҫамрӑксен палатин йышне кӗртме сӗннӗ.

2011 ҫулта Трак тӑрӑхӗнчи яш-кӗрӗм хутшӑннипе чылай интереслӗ те асра юлакан мероприятисем иртнӗ. Халӑх пултарулӑхӗн районти ҫуртӗнче Ҫӗр-шыв хӳтӗлевҫин кунне халалласа «Салтак яланах салтак» ятпа райцентрти предприятисемпе организацисенчи каччӑсемпе хӗрсен, ял тӑрӑхӗсем ҫумӗнчи ҫамрӑксен канашӗсен командисем хушшинче КВН пулнӑ. Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе вара «Чӑваш пики-2011» конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн тӑрӑхри 8 хӗр хутшӑннӑ. Ҫивӗч тупӑшура Пикшик вӑтам шкулӗн 10-мӗш класӗнче вӗренекен Наталья Ершова «Чӑваш пики-2011» ята ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Марина Степанова (Карай). Акан 22-мӗшӗнче вара, Чӑваш чӗлхин кунне халалласа, Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн регионсем хушшинчи обществӑлла организацийӗпе республикӑри ҫамрӑксен «Халал» организацийӗ йӗркеленипе «Чӑваш пики-2011» республикӑри V конкурс иртнӗ. Унта пирӗн район чысне Кӳлхӗрри Карай хӗрӗ, Санкт-Петербургри патшалӑх университечӗн пӗрремӗш курс студентки Марина Степанова хӳтӗленӗ, ҫивӗч тупӑшура «Ӑс пике» ята тивӗҫнӗ.

ЧР Президенчӗ Патшалӑх Канашне янӑ «Ҫамрӑксене шанмалла!» Ҫырӑвӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарӑн Атӑл леш енчи «Буревестник» кану базинче ҫамрӑксен «МолГород-2011» вӗрентӳ форумӗ ӗҫленӗ. Унта пирӗн районти яшсемпе хӗрсем те хутшӑннӑ. Ытти ҫулсенчи евӗрех пӗлтӗр районти 43-мӗш «Зарницӑпа» «Орленокӑн» финалти вӑййисем ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Ҫулленех «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акцине хутшӑнса вӗрентӳ, физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли тата культура учрежденийӗсенче ачасемпе ҫул ҫитменнисем хушшинче ӗҫкӗ-ҫикӗне, пирус туртнине, наркотиксене хирӗҫле тӗрлӗрен мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ ҫул та ҫаплах пулнӑ.

Чӑваш енре талантлӑ ачасемпе ҫамрӑксене патшалӑх енчен пулӑшу кӳрессипе сахал мар ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Ҫавна май республикӑра тӗллевлӗ ӗҫ планӗ туса хатӗрленӗ, мерӑсем палӑртнӑ. Творчествӑри уйрӑм ӑнтӑлушӑн ҫамрӑксене ятарлӑ стипенди парса хавхалантараҫҫӗ. 2003 ҫултан Трак енри 89 каччӑпа хӗр ЧР Президенчӗн стипендине тивӗҫнӗ. Вӗсенчен 47-шӗ (52,8 %) — вӗренекен ҫамрӑксем, 42-шӗ (47%) — тӗрлӗ сферӑри ҫамрӑк специалистсем. Пӗлтӗр — 13, кӑҫал 17 ҫамрӑк асӑннӑ стипендиллӗ пулнӑ.

14–30 ҫулсенчи яш-кӗрӗме (ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса панӑ чухне 35 ҫулчченех) эпир ҫамрӑксен йышне кӗртетпӗр. Ҫамрӑксен политикин татса паман ыйтӑвӗсем темӗн чухлех. Вӗсене вара ял тӑрӑхӗсен тата район шайӗнче пӗрлехи вӑйпа татса памалла.

#Алманч, #Карай, #Еншик Чуллӑ, #Красноармейски районӗ, #Чатукасси, #ҫамрӑксем, #Пикшик

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем