Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Э-э-х! Шеремет тӗнчи, ӑҫта пырса ҫапӑнмастпӑр-ши, этемсем!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 29.02.2012 18:00 | 1869 хут пӑхнӑ

Хӑш чух, пушӑ вӑхӑт тупӑнсан, эпӗ ҫынсем Тӗнче тетелӗнсе мӗн шыранине пӗлес йытупа апаланса ларкалатӑп. «Яндекс.ру» шыравҫӑна тӗпе хурса тӗпчетӗп. Калас пулать, тӗлӗнмелле ыйтусем параҫҫӗ тетел хӑнисем. Чи пӗрремӗш вырӑнта «Мӗн вӑл…?» ыйту ларать иккен. Юрату мӗнне пӗлесшӗннисем вара чи йышлисем. Романтика! Ун хыҫҫӑн «Эп ухмах пулсассӑн, ман мӗн тумалла?» ыйту вырнаҫнӑ. Сӑмахран, арҫынсем вӑл ыйтупа муритленмеҫҫӗ. Тӗнче тетелӗ вара ҫак ыйту ҫине 5 млн. хурав парать иккен! «Мӗнле?» — ҫак ыйтупа тухакансем иккӗмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ. Суши апата мӗнле майпа ҫимеллине пӗлес шухӑшлисем малта. Унтан вара мӗнле тӗрӗс чуп тумаллине ыйтакансем. Виҫҫӗмӗш вырӑнтисем начарланас хуйхӑпа аппаланаҫҫӗ имӗш. «Ӑҫтан укҫа тупас?», «Ӑҫта-ши ман савни?». Юлашки ыйту ҫине 300 порносайт тухса тӑрать. «Кам?», «Кам куна тунӑ?» ыйтусемпе те сахал мар муритленекенсем. «Ҫывӑракан ҫына мӗншӗн фотоаппаратпа ӳкерме юрамасть?», — тесе йытаканнисем те чылай.

Пӗррехинче В. Путин телевиденире «Ку сакӑр ҫул эпӗ галера ҫинчи чура евӗрех ӗҫлерӗм (как раб на галерах)», — тенӗ пулать. Тахӑшне «как краб на галерах» тесе илтӗннӗ те, вӑл, паллах, тетелте — «Мӗншӗн Путин краб?» — ыйтса пӗлесшӗн пулнӑ. Ку кӑна та мар, Путина краб евӗр ӳкерсе кӑтартнисем те тупӑнкалаҫҫӗ.

Сергей Курехин, паллӑ юрӑҫ, композитор, 1991-мӗш ҫулта Ленин наркӑмӑшла кӑмпа ҫиме юратнӑ пирки хӑй те кӑмпа пулса тӑнӑ тесе телевиденире каласа хунӑ тет. Халӑх вара хурава тетелте шырать — «Владимир Ильич мӗнле майпа кӑмпа пулса тӑнӑ-ши?» — тесе кӑсӑкланать.

Э-э-х! Шеремет тӗнчи, ӑҫта пырса ҫапӑнмастпӑр-ши, этемсем!

#тетел, #тӗнче тетелӗ, #сайтсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем