Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Чуваши» кӗнекен пуянлӑхӗпе паллаштарчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.04.2018 20:57 | 1943 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Виталий Петрович Иванов кӗнеке пирки каласа парать
Виталий Петрович Иванов кӗнеке пирки каласа парать

Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче паян 2017 ҫулта Мускавра тухнӑ «Чуваши» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Халӑха ҫак кӑсӑклӑ кӑларӑмпа паллаштарма сумлӑ тӳре-шара сахал мар ҫитнӗ — республикӑн вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Кудряшов Сергей Владимировичсӑр пуҫне культура министрӗ Константин Яковлев, финанс министрӗ Светлана Енилина та пулнӑ. Мероприятие институт директорӗ Пётр Степанович Краснов ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев та хутшӑннӑ. Каласа хӑварас пулать — ку кӗнекене калӑплама институт пуҫлӑхӗн пуканне вӑл йышӑннӑ чухне тытӑннӑ.

«Чуваши» кӗнеке Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн «Народы и культуры» (чӑв. Халӑхсем тата культурӑсем) ярӑмӗнче тухнӑ. Пирӗн гуманитари институчӗсӗр пуҫне кӗнекене хатӗрлеме РӐА-н Н.Н. Миклуха-Маклай ячӗллӗ этнологипе антропологи институчӗ хутшӑннӑ. Унӑн калӑпӑшӗ 55 автор листи, вӑл 654 страницӑран тӑрать. Авторсен ушкӑнӗн ертӳҫи Виталий Петрович Иванов палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн халӑх культурине уҫса паракан кӗнеке ку тӗлӗшпе самай ҫӳллӗ вырӑнта тӑрать — ярӑма танлаштарсан кӑлӑпӑшӗпе вӑл ҫиччӗмӗш. Пӗтӗмпе вара 1998 ҫултанпа РӐА ку ярӑмра 26 ытла кӑларӑм кун ҫути кӑтартнӑ. Чи пӗрремӗшӗнче белоруссен культурине ҫутатнӑ. Ун хыҫҫӑн 2000 ҫулта мӑкшӑсемпе ҫармӑссен тата ытти финн-угӑр халӑхӗсем пирки тата украинсем тухнӑ. Малалла 2001 ҫулта «Татары» кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Русские» (чӑв. Вырӑссем) 2014 ҫулта пичетленсе тухнӑ (калӑпӑшӗпе вӑл чи пысӑкки шутланать), тепӗр ҫултан — «Башкиры» (чӑв. Пушкӑртсем). 2001 ҫултанпа нумай вӑхӑт иртнӗрен тутарсен культурине ҫутатакан кӗнекен иккӗмӗш кӑларӑмне те хатӗрлесшӗн.

Пӗчӗк кӑлтӑксем пур пулин те кӗнекене халӑх пысӑк хак пачӗ. Хӑтлав уявӗн илемне вара музыка училищин студенчӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

#ЧПГӐИ, #кӗнекесем, #хӑтлавсем, #культура, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4155.61.1903
2018.04.19 21:23
Agabazar
пуянлӑхӗпе паллаштарчӗҫ пулсан, чухăнлăхĕпе те паллаштарĕç ĕнтĕ
Тимĕр Акташ // 1267.4.4136
2018.04.19 21:39
Паха чаплă кĕнеки. Ку чăн-чăн професиллĕ историллĕ ăслăлăх. Чăвашсем, урăх халăхсем, чикĕ лешенчисем валли. Кам вĕсем чăвашсем тесе пĕлмелли. Кĕнеки кăларакансене пысăк тав!
Тимĕр Акташ // 1267.4.4136
2018.04.19 21:45
Паха чаплă кĕнеки! Чăн-чăн професиллĕ историллĕ ăслăлăх. Любительсен, дилетантсен мар. Чăвашсем, урăх халăхсем, чикĕ леш енчисем валли. Камсем чăвашсем тесе. Кĕнеке кăларакансене пысăк тав!
Agabazar // 1119.3.0031
2018.04.20 12:11
Agabazar
Тĕрĕссипе каласан, ку кĕнеке ман алла лекмен-ха
Ялтан // 9259.3.8429
2018.04.21 15:36
Халăх ырларĕ тесе ан çырăр,халăх ăна вуламан. Чуваши "народ с неполной социальной структурой " текеннисенчен ырă кĕнеке кĕтме çук. Кĕнеки тухичченех кивельме ĕлькĕрнĕ.
Agabazar // 2044.95.8124
2018.04.23 16:01
Agabazar
Тулии мар структура пирки калани (вăл япала кенекере пуррипе çуккине пĕлместĕп) — чăнлăх.
Шел пулин те, хуласенче чăваш пурнăçĕ çук-ха. Çавă пулать те ĕнтĕ "тулли мар структура" тени.

"тулли мар структура! тенине чăвашла калайман çынран пархатар çук. Вăл хăйех çавнашкал тулли структура çуккине кăтартса паракан тĕслĕх.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем