Персона
![]() Виталий Сергеев профессор Ӗнер Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗн, профессорӑн, чӑваш чӗлхеҫин Виталий Сергеевӑн куҫӗ хупӑннӑ. Виталий Иванович 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мартынкассинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн пӗр аса илӗвӗнче вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ун чухне вӗсен тӑван ялӗ Красноармейскине кӗнӗ, каярах Элӗк районӗн йышне лекнӗ. «Вырӑнӗ питӗ илемлӗ, Сурӑм вӑрманӗ ҫумӗнче, шывлӑ-вӑрманлӑ, кайӑклӑ», — ӑшшӑн каласа кӑтартнӑ вӑл 2011 ҫулхи кӗркунне. Хӑй вӑхӑтӗнче шкулта ачасене 4 чӗлхепе — чӑваш, вырӑс, акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисемпе — вӗрентнӗ вӑхӑта педагог ӑсталӑхне туптама май панӑ ҫулсем тесе аса илнӗ. «Ӑшӑ кӑмӑллӑ. Ӑслӑ. Ҫиччӗ виҫсе пӗрре касакан», — тесе хаклаҫҫӗ профессора унӑн ЧПУри вӗренекенӗ пулнисем. Виталий Сергеева юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тӑван ялӗнче пытарӗҫ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |