Дон ҫинчи Ростов хулинче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл 29 ҫулта кӑна пулнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиелте ҫуралнӑ арҫынна авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Палтиел ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Замире Шарафутдинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Дамир Вахитов 1987 ҫулта ҫуралнӑ.
«Блокнот Ростов-на-Дону» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Петренко урамӗнчи 16-мӗш ҫуртри лифтра авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫав самантра унта пулнӑ Шӑмӑршӑ район арҫыннин ӳчӗ 95 процент таран пиҫсе кайнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ сайтри хыпара сӳтсе явакансем хушшинче пушар сӑлтавӗ пирки тӗрлӗрен ҫырнӑ. Пирус туртнипе кладовкӑра пушар тухнӑ текен те пур.