Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Афган» вӑрҫи

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 15.02.2012 22:25 | 2319 хут пӑхнӑ
Совет салтакӗсем — Афганистанра
Совет салтакӗсем — Афганистанра

Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, хӑйсен тивӗҫне ҫӗршыв тулашӗнче пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун. Ҫак асӑну кунне шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла «Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗпе асӑну кунӗсем ҫинчен» (выр. «О днях воинской славы и памятных датах России») Федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах та эпир ӑна чылай маларах, 1989 ҫулта кӳршӗри Афганистан ҫӗрӗ ҫинчен юлашки Совет салтакӗсене илсе тухнӑранпах паллӑ тӑватпӑр.

Чӑн та, иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен хирӗҫӳсемпе вӑрҫӑсем пулса иртнӗ. Чылай чухне вӗсем Совет Союзӗнчен аякра пулса иртнӗ пулин те, совет, каярахпа Раҫҫей гражданӗсем, вӗсенче хутшӑннӑ, хӑшӗ-пӗри сывлӑхне сиен кӳнӗ, хӑшӗсем вара ӗмӗрлӗхе куҫӗсене хупнӑ. Ҫак хирӗҫӳсенчен чи нумай вӑхӑта тӑсӑлаканнисенчен пӗри — Афган вӑрҫи. Совет салтакӗсем ҫак ҫӗршывра 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗчченех пулнӑ. Кашни кунах, кашни каҫах пирӗн ҫамрӑк яшсем ют ҫӗршывра сусӑрланнӑ, е пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче Афганистанра 13 833 совет салтакӗ пуҫне хунӑ, каярахпа ҫак шут 15 031 ҫитнӗ. Пирӗн Чӑваш Республикинчи ялсемпе хуласенчи ҫӗр вунпилӗк кил-йыша та калама ҫук йывӑр хуйхӑ килсе ҫитнӗ.

Ҫав ҫулсенче Аслӑ Каҫал тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксем те ҫак вӑрҫа кӗмесӗр юлайман. Кайнисенчен тӑватӑ яш каччӑ Афганистанран тӑван киле цинк тупӑк ӑшӗнче таврӑннӑ. Вӗсем: Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вунсаккӑрти Виктор Тумаков; Элпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫирӗм ҫулхи Вазых Тазетдинов; Хирти Явӑш каччи ҫирӗм пӗрти Игорь Гаврилов; Йӳҫ Шӑхалӗнче ҫуралса ӳснӗ вунсаккӑрти Сергей Шмелев. Вӗсен ячӗпе Комсомольски ҫывӑхӗнче палӑк лартнӑ, унтах Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳссе Афган ҫӗрӗнче пуҫне хунисене асӑнса — ҫӗр вунпилӗк улмуҫҫи…

Киле чӗрӗ-сывӑ таврӑннисем те афган ҫӗрӗнче курнӑ терт-нушана нихҫан та манаймӗҫ, вӗсен чӗрисенче те, тӗлӗкӗсенче те — инҫетри сӑртлӑ-туллӑ ҫӗршыв…

#вӑрҫӑ, #Хирти Явӑш, #Комсомольски районӗ, #Элпуҫ, #Комсомольски, #Йӳҫ Шӑхаль, #Тӑманлӑ Выҫли

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем