Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
    
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
    
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнекисемпе пособийӗсем кун ҫути кӑтартӗ.
Шкулсенче 8-мӗш класра чӑваш чӗлхи вӗренме А.С. Егоровапа Ю.М. Виноградовӑн «Чӑваш чӗлхи» кӗнеки пичетленӗ.
2-мӗш 3-мӗш классем валли Е.В. Енькка «Родной край» вӗренӳ пособийӗ хатӗрленӗ. Кӑларӑмра автор хальхи вӑхӑтри Чӑваш Енпе, чӑваш тата ытти халӑх культурипе паллаштарать. Кӗнекене вӑл литература страницисемпе пуянлатнӑ.
Вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ ӗҫсенчен «Уроки литературного чтения» методика сӗнӗвне палӑртмалла. Вӑл — Т.В. Артемьевапа О.И. Печникова 1-4-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Литературное чтение» вӗренӳ пособийӗ валли хатӗрленӗскер.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш чӗлхи вӗрентмешкӗн методика кӑларӑмӗсене пичетлеме палӑртнӑ.
Елизавета // 2108.31.6610 
  2019.04.03 21:15  | |
Ой, чунтан кĕтетпĕр çĕнĕ кĕнекесене, сĕнÿ меслечĕсене!!!Тутарстан Республикине хăçан çитĕç вара ку кĕнекесем?)  | |
