Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пенси реформине хирӗҫ ҫӗршывӗпех тӗрлӗ акци ирттерме палӑртса хунӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Валентин Шурчанов халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ партин Шупашкарти хула комитечӗ те ҫав кун митинг ирттерме шухӑшланӑ. Хула ертӳҫисем мероприятине Сосновкӑра пухӑнма ирӗк панӑ. Асӑннӑ поселок та Шупашкар территорийӗ шутланни паллӑ-ха, анчах Атӑлӑн леш енне халӑх йышлӑ пухӑнасси иккӗленӳллӗ. Ҫавна май РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче 11 сехетре пуҫтарӑнӗҫ. Унта пенси реформипе ҫыхӑннӑ тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва тишкерӗҫ.