Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: А.Емельянов ҫыравҫӑна халалланӑ уяв

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 30.01.2012 23:00 | 2619 хут пӑхнӑ

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче вырнаҫнӑ Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш халӑх ҫыравҫи А.В. Емельянов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ «А.В. Емельяновӑн пултарулӑх еткерӗ» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ.

Мероприятине чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Культурологи кафедрин профессорӗ Г.И. Федоров «А. Емельянов хайлавӗсен илемлӗ тӗнчи», чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ, В.Г. Родионов профессор «А. Емельяновӑн чӑваш литаратура аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшӗ», чӑваш тата танлаштарулӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин докторанчӗ И.В. Софронова «А. Емельянов — сӑвӑҫ», чӑваш тата танлаштарулӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ И.Ю. Кириллова «Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн кун-ҫулӗпе пуласлӑхӗ» докладсемпе тухса калаҫрӗҫ.

Конференцине шкул ачисем те хатӗрленнӗ. Вӗсем хӑйсен ентешӗн пултарулӑхӗ ҫинчен литмонтаж вуларӗҫ, сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ. Ҫыравҫӑпа пӗр вӑхатра район хаҫатӗнче вӑй хунӑ М.А. Васильев, ентешӗсем Г.К. Скворцов тата В.Д. Скворцов тухса калаҫни те кӑсӑклӑ пулчӗ. Пуҫтарӑннисене А.В. Емельяновӑн ачисем Раиса Анатольевна тата Владимир Анатольевич асаилӗвӗсене итлеме те кӑмӑллӑ пулчӗ.

Конференци ӗҫӗ пурне те кӑмӑла кайрӗ. Районта А.В. Емельянов ҫыравҫӑн (80 ҫул) тата А.А. Воробьев сӑвӑҫӑн (90 ҫул) ҫулталӑкӗсене ирттерме йышӑнчӗҫ. Чӑваш чӗлхине вӗрентекен учительсемпе аслӑ шкул преподавателӗсен ҫитес тӗлпулӑвӗ юпа уйӑхӗнче Мӑн Явӑшра пуласси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ.

#Мӑн Явӑш, #конференцисем, #Хапӑс, #Вӑрнар районӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем