Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнчи ачасен савӑнӑҫӗн чикки ҫук ахӑртнех. Нумаях пулмасть унти ача пахчинчи вылямалли лапама ҫӗнетнӗ.
Патреккелсем вӑйӑ лапамне хӑйсен укҫипе ҫӗнетмен. Вӗсем ҫак ӗҫе федераци гранчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Вӑйӑ лапамне хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ: спорт комплексӗ, хӑйӑр купи, чуччу, каруҫҫель. Район пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 800 пин тенке тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Патреккелти ача пахчине кӑна мар ҫӗнетнӗ. Грант пулӑшнипе Елчӗкре те вӑйӑ комплексӗсем «ӳссе» ларнӑ.
Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар елчӗксем. Ҫывӑх вӑхӑтра «Пилеш» парка ҫӗнетме палӑртнӑ. Ачасем – пирӗн пуласлӑх, йӑлтах вӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.