Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Депутатсем тӑван чӗлхене ачасене ирӗксӗрлесе вӗрентесшӗн мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.06.2018 19:37 | 1933 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

РФ Патшалӑх Думинче тӑван чӗлхе пирки пӗрремӗш вулавра саккун проектне йышӑннӑ. Унта саккуна вӗренӳ пирки улшӑнусем кӗртме сӗннӗ. Тӗплӗнрех каласан, тӑван чӗлхене ачасене хӑйсен ирӗкӗпе вӗрентесшӗн.

Саккун проекчӗн пуҫаруҫисем – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗ Алена Аршинова тата «Справедливая Россия» депутачӗ Олег Николаев. Документра акӑ мӗн палӑртнӑ: тӑван чӗлхене ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн ирӗкӗпе вӗрентмелле, патшалӑх чӗлхине ӑса хывмашкӑн чӑрмав пулмалла мар. Ҫавна май шкул ачисене тата ашшӗ-амӑшне заявлени ҫыртарӗҫ.

Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхине Раҫҫей халӑхӗсен тӑван чӗлхе списокне кӗртме сӗннӗ. Кунсӑр пуҫне депутатсем тӑван чӗлхене пулӑшакан фонд пуҫарма сӗнеҫҫӗ. Вӑл тӑван чӗлхене вӗрентмелли методикӑсем шухӑшласа кӑларӗ.

Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче саккун проектне пӗр шухӑшлӑн йышӑннӑ тесен те юрать: 373 депутат ырланӑ, 3-шӗ хирӗҫленӗ, пӗри ку ыйтупа татӑклӑ хурав парайман. Документа тепӗр икӗ вулавра пӑхса тухӗҫ, унта улшӑнусем кӗртӗҫ. Унтан ӑна Федераци Канашӗн пӑхса тухмалла. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ Президент алӑ пусать.

#Патшалӑх Думи, #саккунсем, #Раҫҫейре, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1988.38.6935
2018.06.20 21:03
Agabazar
Статьяна темле "сехметлерех" ят панă. Вырăс чĕлхин тăван чĕлхесен шутне кĕртни пирки калани те самаях кăнттам
ЛЕШКАС ÇЫННИ // 2267.14.8080
2018.06.22 23:10
Çакă мар=и Яковлев шкулĕн паянхи вăррисен çимĕçĕ? Депутатсем Аслă Тÿресен шайĕнче хăйсен ятĕнчен суйласа янă халăх чĕлхине хирĕçле Саккун çырма хăяççĕ! Вырăслатас-сишĕн тăван халăхне çĕр çывраймаççĕ-няк. (Сăмах Николаевпа Аршинова çинчен пырать). Чăвашсем, хăçан вăранатăр? Хăçан хăвăра хирĕçле ĕçсем тăвакансене Депутата тăратма пăрахатăр? Чĕлхÿне касса илеççĕ вĕт кĕçех! Чĕлхесĕрех пурă-
нăпăр-ха тетĕр-и? "Пин çул ытла пăлхарччĕ эпĕ,-" тет Хусанкай
асатте. Кайран чăваш эс пулса тăтăн. Малашне мĕнле ят кĕтет сана?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем