Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш политикӗ наци вӗрентӗвне хӗсӗрленӗшӗн Чӑваш Ен депутачӗсене парламентран кайма ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.05.2018 18:38 | 2727 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш политикӗ Юрий Осокин РФ Патшалӑх Думинчи Чӑваш Ен депутачӗсене парламентран пӗр тӑхтамасӑр кайма ыйтнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пирӗн ҫӗршыври наци регионӗсенче наци вӗрентӗвне хӗсӗрлекен саккун соавторӗсем пулнӑ депутатсем Раҫҫей парламентӗнче Чӑваш Ен интересӗсене хӳтӗлеме тивӗҫ мар.

Юрий Осокин электронлӑ петици хатӗрленӗ. Вӑл Тутарстана та наци вӗрентӗвӗшӗн кӗрешме чӗнсе каланӑ. «Республикӑсенче наци чӗлхисем вырӑс чӗлхипе пӗр тан, чӗлхе, раса, наци енӗпе нимӗнле дискриминаци те пулмалла мар. Фашистла вӑрҫӑ умӗнхи Нюрнбег саккунӗсене тумашкӑн пирӗн фашистла режим мар», - ҫырнӑ Юрий Осокин.

Сӑмах май, вӑл унччен ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та хӑйӗн должноҫӗнчен кайма чӗнсе каланӑ. Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думинче Чӑваш Ен интересӗсене Олег Николаев, Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Валентин Шурчанов, Анатолий Аксаков депутатсем хӳтӗлеҫҫӗ. Олег Николаевпа Алена Аршинова наци чӗлхисене хӑйсен ирӗкӗпе вӗренме май паракан саккун проекчӗн соавторӗсем пулнӑ.

#политика, #саккунсем, #Элтепер, #депутатсем, #Патшалӑх Думи

 

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?

Çук, малалла ĕçлемелле
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Маншăн пур-пĕрех

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4287.09.4901
2018.05.02 20:33
Agabazar
Малалла мĕн?
Хамăр ял // 1267.4.4136
2018.05.03 00:13
Кам вăл - Юрий Осокин? Ăçтан çак "чăваш политик" сиксе тухрĕ? Эпир ун çинчен пĕрремĕш хут вулатпăр, итлетпĕр. Софья Савнеш, тархасшăн, ăнланса парăр.
Памук // 2357.55.2682
2018.05.03 14:15
Чӑваш халӑхне хирӗҫле усал ӗҫсем тӑвакан ҫынсен ячӗсене, ҫавӑн пекех, хамӑр халӑхшӑн ырӑ, паттӑрла ӗҫсем тунӑ этемсене Чӑваш тӗнчи пӗлмелле! Кам чӑваш халӑхӗн чӑн элити, кам ҫав ятпа ҫӳреме тивӗҫлӗ мар - ҫакна эпир паян питӗ аван туймалла, курмалла, Урасметсене вӑхӑтра палӑртса вырӑнне лартмалла. Чӑваш пурнӑҫӗнчи шуррипе-хуррине, ырӑ-усалне уйӑрма вӗренсен кӑна эпир кӑшт ҫумран, ҫӳп-ҫапӑран тасалма пуҫлӑпӑр, наци патриотизмӗ тени патне тухӑпӑр.
2018.05.04 09:20
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
...Ку Патшалӑхра, ҫитес ҫулсенче лайах енелле улшӑнусем пулас шанчӑк - пӗртте ҫук.., пулас асар/писер тата вӑрҫӑ саманисем иртсен кӑна кӗҫӗн халӑхсем валли /чӑваш валли те/ "ирӗклӗх" шанчӑкӗ ҫуралӗ.., анчах каллех чӑвашӑн "ПӲвӗсем, хуҫисем" вӑл шанчӑкпа усӑ кураймӗҫ...
Agabazar // 3456.2.8834
2018.05.04 19:06
Agabazar
Юрий Осокин. Астуса юлăр çак ята.
Хăватлăар // 1735.48.0595
2018.05.04 20:36
Маттур Осокин апла.
владимир // 3957.56.0551
2018.05.06 00:47
Халлĕхе, каçарăр та, нмĕнех те шарлаймастăп-ха. Ку çынсемпе пĕринпе те "пăру кĕтĕвĕ" кĕтменрен, тачă çыхăну пулманран. "Çын сăмахĕпе вакка сикме" пĕрте кăмăлăм "çуккă"(хăвăрăн стилĕрпе калас килчĕ те...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем