2011 ҫул вӗҫленес умӗн Мускав районӗн ГТАҪӗ (ЗАГС) шучӗпе 2800-мӗш ачана регистрациленӗ. Ытти ҫулсемпе танлаштарсан: 2005 ҫулта 1834 ача, 2006 — 1908, 2007 — 2209, 2008 — 2214, 2009 — 2678, 2010 — 2729. Нумайрах ача ҫуратасси ГТАҪ ӗҫченӗсен шухӑшӗпе пурнӑҫ лайӑхланса пынипе, нумай ачаллӑ кил-йышсене социаллӑ пулӑшу паракан программӑсене аталантарнипе ҫыхӑннӑ (тӗп сӑлтавӗ, паллах, унта мар: халӑх мӗн чухлӗ хӑтлӑрах пурӑнать, ҫавӑн чухлӗ сахалрах ҫуратать). Ҫапах та ҫемье хаклӑхне тавӑрмасан, тӗрлӗ ӑрусен хушшинчи ҫыхӑнӑва сыпӑнтарма тӑрӑшмасан ятарлӑ программӑсем хатӗрлесси хӗрарӑмсене вӑйпа ҫураттарасси ҫеҫ пуль.
Паллах, патшалӑх та ахаль лармасть — ҫӗнӗ ача пахчисем тӑвать, ҫемье хысни (выр. материнский капитал) хатӗрлеме пулӑшать. 2012 ҫултанпа Чӑваш Енре вара ҫемье хыснине ятарласа хушмалли тепӗр май туса парӗҫ — виҫҫӗмӗш ачашӑн кил-йыша 100 пин тенкӗ лекӗ.
Ҫавах та ачасем ҫут тӗнчене укҫашӑн мар, тӑван ашшӗ-амӑшне савӑнтармашкӑн килччӗр!