Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шӑмӑршӑсен энциклопедийӗ пичетленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.04.2018 19:58 | 1633 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия Шемуршинского района» (чӑв. Шӑмӑршӑ районӗн энциклопедийӗ) пичетленнӗ. Кӑларӑма районӑн 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне Герман Ларшников, Петр Фомин, Владимир Андронов хатӗрленӗ. Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Кӗнекене 1500 тиражпа кӑларнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, район аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнисене халалланӑ пай энциклопединче пысӑк вырӑн йышӑнать. Шӑмӑршӑ районӗн тулашӗнче ҫуралса муниципалитетшӑн тӑрӑшнисене те шута илнӗ. Районӑн Астӑвӑм кӗнекине лекмен Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем те энциклопединче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказри, Вӑтам Азири тата ытти хӗрӳ вырӑнти хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене те манса кайман.

Районӑн энциклопедине маларах елчӗксем, етӗрнесем, муркашсем, шупашкар районӗсем тата ытти хӑш-пӗри кӑларнӑччӗ.

#Етӗрне районӗ, #Муркаш районӗ, #Шупашкар районӗ, #Кӗнеке издательстви, #кӗнекесем, #Елчӗк районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2202.74.5130
2018.04.11 21:00
Agabazar
Вырăсла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем