Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Сирӗн валли упрарӑм» ятпа курав уҫӑлнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна Егор Иванов ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа — пӗр ӗмӗр, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 73 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Калинин районӗн администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Егор Иванов хӑйӗн кун-ҫулӗн иккӗмӗш ҫурринче историшӗн пӗлтерӗшлӗ материал чылай пухнӑ. Вӑл унччен пулнӑ ҫуртсене мӗнле пур — ҫавӑн пек упраса хӑварма ӗмӗтленнӗ. Хулари ҫуртсемпе керменсен малтанхи сӑнне тавӑрасса питӗ кӗтнӗ. Ҫакна тӗпе хурса Валентина Боброва куратор курава информаци тӗлӗшӗнчен питӗ пуян хатӗрленӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ӳнерҫӗн асӑну каҫне тата курав уҫӑлнине халалланӑ мероприятие Егор Ивановӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем хутшӑннӑ. Курава тӑратнӑ ӗҫсемпе кӑмӑл тӑвакансем ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех паллашма пултараҫҫӗ.