Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкар тӗлӗнче Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне мотоциклпа каҫма тӑнӑ ҫамрӑк инкеке лекнӗ.
Икӗ урапаллӑ хатӗрпе вӗҫтерсе пыраканскер ҫыран хӗрне ҫитесси пӗр 500 метр юлсан шар курнӑ. Юрать-ха, хӑй ҫӑлӑнма пултарнӑ. Анчах пӑр айне лекнӗ тимӗр тусне туртса кӑларас тесе вӑл тӑватӑ сехете яхӑн нушаланнӑ.
Инкек кӑнтӑрлахи 11 сехетсенче «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санатори ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ. Мотоцикла шывран кӑларас тесе каччӑ 14 сехет те 50 минутчен тапаланнӑ. Май килменнине кура ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн шыравпа ҫӑлав тытӑмӗнче ӗҫлекен специалистсем пӑр ҫийӗн ҫӳреме хӗлле те хӑрушшине аса илтереҫҫӗ. Ҫитменнине тата — транспортпа. Ҫуркунне вара каламасӑрах паллӑ.