Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫуралнӑ кун хыҫҫӑн каҫхи клуба кайнӑ ушкӑн пӑтӑрмаха лекнӗ. Хуралҫӑсемпе сиксе тухнӑ ӑнланманлӑх 35-ри арҫын вилнипе вӗҫленнӗ.
Хӑнана хуралҫӑ асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫемье Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское и женское» телекӑларӑма ҫитсе пӑтӑрмах пирки каласа кӑтартнӑччӗ. РФ Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ хуралҫӑ тата кану заведенийӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗччӗ.
Паян суд хуралҫӑна 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма йышӑннӑ, администратор пулӑшуҫи пулнӑ ҫыннӑн ирӗкне 2 ҫуллӑха пӳлме пӑхса хӑварнӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.