Яппунсен «Yunika» компанийӗ Чӑваш Енре ҫурт-йӗр хӑпартма кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Кун пирки асӑннӑ фирмӑн Раҫҫейри представителӗсем ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тӗл пулнӑ май каланӑ.
Фирма ӗҫченӗсем республика тӗп хулинче нарӑсӑн 8-мӗшӗчченех пулӗҫ. Унччен вӗсем Чӑваш Енри строительство компанийӗсем хӑпартнӑ тата халь тӑвакан ҫуртсене ҫитсе курӗҫ, ку ӗҫ епле пурнӑҫланса пынине тишкерӗҫ, хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, яппунсен «Yunika» компанийӗ Раҫҫейре ҫурт-йӗр ҫӗклес енӗпе тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлет, ҫак тапхӑрта вӗсем Мускав, Пермь тата Ижевск хулисенче хӑйсен инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пысӑк укҫа-тенкӗ хывнӑ.