Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Леонид Волков «Раҫҫей лидерӗсем» конкурс финалне кӗнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 29.12.2017 15:29 | 2163 хут пӑхнӑ
Политика
Леонид Волков.
Леонид Волков.

Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волков пӗтӗм ҫӗршыв шайӗнче иртекен «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсӑн финалне лекнӗ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.

Ку кӑна та мар, Чӑваш Енрен ҫак конкурс финалне унсӑр пуҫне урӑх никам та кӗреймен. Ку хыпара паянхи саманари ертӳҫӗсен чи сумлӑ конкурсӗн йӗркелӳ комитетӗнче те, Леонид Валерьевич хӑй те ҫирӗплетнӗ.

Аса илтерер, Леонид Волков 1975 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, экономика тата юридици енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 2003-2010 ҫулсенче Мускав хулин правительствинче тӑрӑшнӑ. 2012-2016 ҫулсенче полпред пуканне йышӑннӑ. Ку должноҫран ӑна ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑран хӑтарнӑ.

#ӑслӑлӑх, #Мускав, #конкурссем, #политика, #вӗрентӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 4019.00.7949
2017.12.29 15:52
Лайăх хыпар! Малалла, Леонид Валерьевич! Сире ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатпăр! Çывхарас Çĕнĕ çул ячĕпе!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем