Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют чӗлхесен факультечӗ хӑйӗн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Икӗ кун хушши факультетра наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Кунта ҫӗршыври тӗрлӗ ҫӗртен пухӑннӑ ӑсчахсем ют чӗлхесемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, конференцире республикӑри шкулсенче ӗҫлекен учительсем те хутшӑнса тӗрлӗ ыйтусемпе пухӑннисене паллаштарчӗҫ. Уява кунтан вӗренсе тухнӑ учительсемпе переводчиксем, бизнесменсем, наука ӗҫченӗсем, республика шайӗнче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем пӑлханса хутшӑнчӗҫ, хӑйсене ӑс панӑ преподавательсене чунтан тав турӗҫ. 1951-мӗш ҫултанпа факультетран 4000-е яхӑн специалист вӗренсе тухнӑ. Вӗсем шкулсенче акӑлчан, нимӗҫ, хрантсус чӗлхисем вӗрентеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче факультетра тӑлмачсене те вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Ют чӗлхеҫӗсене Мускавпа Санкт-Петербург та, АПШпа Германи те, Аслӑ Британипе Испани те, Голландипе Бельги те, Бразили тата ытти ҫӗршывсенче те хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ.
Серегина О.Ф., Звонилов И.В., тата ыттисем факультета чылай ҫул ертсе пынӑ, 1994 ҫултанпа факультет деканӗ Никитинская Л.В. Уявра кунта ӗҫленӗ тата хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен преподавательсем пирки тав сӑмахӗсем янӑрарӑҫ. Чылай преподаватель Хисеп хучӗ илме тивӗҫ пулчӗ. Старостина Наталья Михайловна, Иванов Николай Алексеевич, Панкова Мария Степановна, Румянцев Владимир Федорович, Зрилина Валентина Ивановна, Васильева Елена Сергеевна, Александрова Нина Владимировна, Захарова Раиса Викторовна, Коган Галина Григорьевна, Рунова Елена Александровна, Свободова Светлана Александровна, Старостина Зоя Павловна, Степанова Тамара Николаевна, Чумакова Валентина Андреевна тата ыттисене студентсем, халӗ вӗрентекенсем, яланах ӑшӑ сӑмахсемпе аса илеҫҫӗ, ют чӗлхесене парӑнтарма пулӑшнӑшӑн чунтан тав тӑваҫҫӗ.