Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисене икӗ сехет вӗрентӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.11.2017 12:00 | 2227 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Михаил Бабич
Михаил Бабич

Нумай пулмасть Атӑлҫи федераци округӗнчи Раҫҫей Президенчӗн тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисене икӗ сехет вӗрентме йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Тутарстана ӗҫпе ҫитнӗ май вӑл тӑван чӗлхесемпе патшалӑх чӗлхисене пӑтраштарма кирлӗ марри пирки каланӑ.

Журналистсем ыйту панӑ хыҫҫӑн Михаил Бабич хӑйӗн хуравӗнче РФ вӗренӳ министерстви патшалӑх чӗлхисене вӗрентес енӗпе методика кӑтартӑвӗсене хатӗрлени пирки хыпарланӑ. «Ҫапла май вырӑс чӗлхине тата республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисемпе тӑван чӗлхесене вӗрентессине норма тата методика тӗлӗшӗнчен йӗркене кӗртнӗ», — тенӗ Михаил Викторович. Вӗсене ҫывӑх вӑхӑтра республикӑсене ҫитерме палӑртни пирки пӗлтернӗ.

Хӑйӗн сӑмахӗнче Михаил Бабич обществӑлла пӗрлӗхсемпе политика ӗҫченӗсене чӗлхе ыйтӑвӗ енӗпе лӑпланма ыйтнӑ, йышӑнусене тивӗҫлӗ йышӑнса вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшма сӗннӗ.

#политика, #чӑваш чӗлхи, #Тутарстан, #вӗренӳ, #Атӑлҫи федераллӑ округӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pfo.gov.ru/press/events/101981/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2542.3.1246
2017.11.28 15:10
Agabazar
Бабичсене ĕненсе пĕтерейместĕн.....
Виталий // 2444.51.6547
2017.11.28 19:55
Паллах, ку начар япала, анчах кунтан та уссине кăларма пулать: чăваш чĕлхи чăннипех патшалăх чĕлхи пулнине федераци хăй тепĕр хут çирĕплетет. Анчах çав тепĕр сехетне Тăван ен историйĕпе культурине вĕрентме ярасчĕ... Вара пĕчĕк çухату çеç пулĕ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем