Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗрпӳ районӗнчи 10 ял ҫутҫанталӑк газӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗтӗмпе 485 ҫурт шар курнӑ.
Мӗне пула ҫынсем газсӑр тӑрса юлнӑ-ха? Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре Кӑнар ялӗнче ҫӗр айӗнчи 160 миллиметрлӑ газ пӑрӑхӗ сиенленнӗ. Халӗ ӑна юсаҫҫӗ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе 7 техника тата 36 ҫын пурнӑҫлаҫҫӗ.
ЧР Строительство министерстви вара кӑштах урӑхларах хыпарлать: ялсем хальлӗхе тупса палӑртман ҫынсен хӑтланӑвне пула газсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫуртcемсӗр пуҫне 7 предприятие газ килме пӑрахнӑ. Юсав ӗҫӗсене паян ҫеҫ ирхи 6 сехетре пуҫӑннӑ.
«Газпром газораспределение Чебоксары» АУн тӗп инженерӗ Виталий Семенов аварие паян 9 сехет ҫурӑ валли пӗтерме шантарнӑ. Ҫынсем патне 13 сехетре газ ҫитмелле.
