Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене каллех премьерӑпа савӑнтарнӑ. Хальхинче Арсений Тарасовӑн «Юратӑва ҫул парӑр» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ спектакль сцена ҫине тухнӑ.
Спекаткль режиссерӗ — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов. «Малтанах хӑрарӑм. Пьеса вӗҫленмен пек туйӑнатчӗ. Ӗҫлеме пуҫласан пьесӑн хӑйӗн шӑнӑрӗ, шухӑшӗ пуррине ӑнлантӑм. Премьерӑна куракансем хакларӗҫ ӗнтӗ», — тенӗ режиссер.
Спектакльти тӗп сӑнарсем — Павловсен ҫемйи. Вӗсем Магаданран Граф килесси пирки хыпарлакан телеграмма илеҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, вӑл — вӑрӑ. Ҫавӑнпа ҫемье унпа курнӑҫасран тарса ҫӳрет. Финалта вара ҫакӑ паллӑ: Граф лайӑх шухӑшпа — ваттисен ҫуртне пулӑшас тӗллевпе — килнӗ.
Serzh // 1127.88.3971
2017.12.01 08:41 | |
''Çĕнĕ премьера'' тесе калани-çырни йăнăш. Премьера - хăй çĕнĕ япала. ''Чăваш драма театрĕнче - премьера'' тесе çырмалла. | |
Аçтахар Плотников // 3986.02.8246
2017.12.01 09:36 | |
«Премьера» сӑмах ҫӗннине пӗлтермест, вӑл «пӗрремӗш», «чи малтанхи» сӑмахсемпе тан. «Премьер-министр» сӑмаха тишкерӗр. Малти «премьер» сӑмахне «ҫӗнӗ» сӑмахпа улӑштарсан, кашни ҫӗн министра пирӗн премьер-министр темелле пулӗччӗ. | |
