Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Степан Аслана халалласа — литература каҫӗ, курав

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 22.11.2017 16:34 | 1733 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ.

Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.

#Шупашкар, #куравсем, #кӗнекесем, #ҫыравҫӑсем, #музейсем, #литература, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1198.85.6788
2017.11.23 07:10
Agabazar
Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ.
=======================================
Вара ма чăвашлах кăларасшăн мар-ха?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем