Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вӑрнар районӗнчи Калинино «Ялти бокс академийӗ» никӗсӗ ҫинче республикӑра бокс енӗпе мала тухассишӗн «Урожай» физкультурӑпа спорт обществин ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
Унта 6 районти ҫӗре яхӑн спортсмен хутшӑннӑ, ҫав шутра — красноармейскисем те. 1994—1995 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫамрӑк боксерсем хушшинче 69 килограмлӑ виҫере Красноармейскинчи вӑтам шкулти Александр Тимофеев чемпион пулса тӑнӑ. Вӑл финалта Нурӑс шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Валерий Яшина ҫӗнтенрнӗ. Сӑмах май, Валера та Красноармейски каччиех, 10-мӗш класа Красноармейски 2-мӗш шкулӗнче вӗренсе пӗтернӗ. Амӑшӗ те, Игнатьева Т.А., Красноармейскинчех пурӑнать. Александр Тимофеевпа пӗр класра вӗренекен Александр Павлов 75 килограмлӑ виҫере иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 1993 ҫулта ҫуралнӑ тата унран аслӑрах спортсменсем хушшинче 81 килограмлӑ виҫере Красноармейскинчи Вадим Сергеев чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. Вӗсене дипломсемпе тата асӑнмалӑх призсемпе чысланӑ. Еншик Чуллӑри вӑтам шкулта вӗренекен Алексей Николаевпа чи ҫӑмӑл виҫере кӗрешекен тупӑнман. Вӗсене пурне те ӑмӑртӑва А.А. Тимофеев тренер хатӗрленӗ.
П.С. Яковлев судьяна жюри «Чи лайӑх судья» тесе палӑртнӑ.
