Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти троллейбусра инкек пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.10.2017 03:46 | 1845 хут пӑхнӑ
Хулара

Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 19 сехетсенче Шупашкарти 21-мӗш номерлӗ троллейбус Президент бульварӗпе пынӑ чух «Ярмарка» чарӑну тӗлӗнче инкеке лекнӗ: унӑн хыҫалти сулахай урапин корчӗ (тепӗр майлӑ каласан, каркасӗ) юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула транспортри чӳрече ваннӑ, троллейбус та сиенленнӗ. Транспортри пассажирсенчен пӗри урине ыраттарнӑ, ӑна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Инкек пулнине пӗлсен РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Аса илтерер, Шупашкарти троллейбус управленийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Чӑваш Енӗн Финанс министерстви предприятие республика хыснинчен 30 миллион тенкӗ укҫана 0,1% ставкӑпа 3 ҫуллӑха пама палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 1–2-мӗшӗсенче уйӑрасшӑн.

#инкексем, #укҫа-тенкӗ, #транспорт, #Финанс министерстви, #тӗрӗслевсем, #троллейбуссем, #ҫул-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем