Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чи лайӑх вӗрентекенсене патшалӑх наградисем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 05.10.2011 17:00 | 1335 хут пӑхнӑ

Паян пӗтӗм халӑх уявӗ ― Вӗрентекен кунӗ. Ҫавна май Республика Элтеперӗ чи лайӑх вӗрентекенсене патшалӑх наградисемпе чысларӗ.

Михаил Игнатьев хӑнасене уяв ячӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу, ҫитӗнỹсем сунчӗ. Элтепер аллинчен 18 педагог хисеп грамотисем, тав хучӗсем, мухтав паллисем илме тивӗҫ пулчӗҫ. Вӗсенчен кашниех шкул тата аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисен ӗҫ-хӗлне ҫӗнӗлӗхсем кӗртес тӗлӗшпе палӑрнӑ.

Педагог, вопитатель, вӗрентекен профессийӗ яланах чи пархатрли те чи хисеплисен шутӗнче пулнине палӑртрӗ Республика ертӳҫи. «Вӗренỹ — пирӗн ҫӗршывӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри. Эсир тӑрӑшнипе ҫак ӗҫ кунран кун аталанса пырать. Вӗрентекен, професси тата пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшать. Ку — яваплӑ та пархатарлӑ ӗҫ», — терӗ вӑл.

Тӗлпулӑва килнисенчен 5-кӗшӗ Раҫҫей шайӗнчи наградӑсене илме тивӗҫ пулчӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнер факультечӗн деканӗ Анатолий Данилов тивӗҫрӗ. Канашри 6-мӗш шкулта ӗҫлекен Олег Савчук учителе Раҫҫей президенчӗн тав хучӗпе чысларӗҫ.

Ача умӗнче пӗлӳ тӗнчин алӑкне уҫса парасси, унран пурнӑҫ ҫынни тӑвасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Учитель профессине тивӗҫлӗ шайра хаклани вӗрентӳ ӗҫӗнче вӑй хуракансене малашне те тӑрӑшма, ҫитӗнӳсем, ӳсӗмсем тума хавхалантарать.

#Вӗрентекен кунӗ, #уявсем, #чыславсем, #Канаш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем