Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.09.2011 11:28 | 3581 хут пӑхнӑ
Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче
Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче

Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чи ӑшӑ кӑмӑлтан саламланине йышӑнсамӑр!

Халӑхӑн йӑли-йӗркин шанчӑклӑ управҫисем, пурнӑҫри паха опытпа ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ пулнӑ май, эсир республикӑн ылтӑн фончӗ шутланатӑр. Истори тапхӑрӗсене вӗҫе-вӗҫӗн татӑлми ҫыхӑнтарса хӑвӑрӑн аслӑ та тарӑн пӗлӗвӗре ҫамрӑк ӑрӑва паратӑр, суйласа илнӗ ӗҫе чунтан юратма тата чи пӗлтерӗшли — ҫамрӑксене ӗненме вӗрентетӗр, ӑна ҫемьере сыхласа упратӑр, ҫирӗп ӗненӳ вара ҫынна мӗн пур йывӑрлӑха ҫӗнме тата тулли те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать.

Паянхи Чӑваш Ен тивӗҫлипе мухтанакан чылай япалана эсир тунӑ тата килес ӑрусемшӗн шанчӑклӑн сыхласа хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче: промышленноҫӑн пысӑк предприятийӗсемпе архитектура палӑкӗсем, автомобиль тата чукун ҫулсем, пурӑнмалли микрорайонсем. Эсир ырми-канми тӑрӑшнине пула вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ял хуҫалӑхӗ вӑй илсе тӗрекленнӗ, республикӑра пӗрремӗш трактор туса кӑларнӑ, йӗркеллӗ пурӑнма лайӑх майсем туса хунӑ.

Эпир сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе чун-чӗререн хавхаланатпӑр, сиртен тӗслӗх илетпӗр, пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн савӑнатпӑр.

Пенсионерсемпе ветерансене пур енлӗн пулӑшасси тата аслӑ ӑрушӑн кирлӗ пек тӑрӑшасси — республикӑн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ. Чӑваш Енре ватӑ ҫынсене пулӑшу пама уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ ҫулсерен пысӑкланать, пенсисен виҫи ӳсет, ятран паракан социаллӑ программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Ватӑ ҫынсен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатас, вӗсене медицина пулӑшӑвӗ парас тата эмелсемпе тивӗҫтерес ӗҫсене малалла та тивӗҫлӗ шайра туса пырӑпӑр.

Сире пӗтӗм кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, чун канӑҫлӑхӗпе вӑрӑм ӗмӗр, пурнӑҫа савма, ҫывӑх ҫыннӑрсен чун ӑшшипе юратӑвне туллин туйма сунатӑп. Ырлӑх тата телей сире!

 

Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев.

#саламсем, #ватлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем