Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Чӑваш чӗлхи: «Общежитипе» «Правительство ҫурчӗ» чӑвашла пулать-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Алена Афанасьева 22.08.2017 17:01 | 2021 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Общежитипе» «Правительство ҫурчӗ» чӑвашла куҫать-и?» — тесе ыйтнӑ Ҫеруш Евлампьев Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсенчен. Институтӑн сӑмах кӗнекепе ятарлӑ кӑларӑмсен уйрӑмӗн ӗҫтешӗ Николай Плотников, вӑлах Чӑваш халӑх сайчӗн хуҫи, Ҫеруша ҫапла ӑнлантарнӑ:

««Правительство» сӑмаха хальхи словарьсенче ҫаплипех хӑвараҫҫӗ. Ҫавах та ку сӑмаха чӑвашла куҫарнӑ вӑхӑтсем те пулнӑ: ӑна куҫарнӑ чухне «Хыпар» хаҫатра «Пуҫалу» (1917 ҫ.), «Патшалӑха тытса тӑракансем» (1906 ҫ.) терминсемпе усӑ курнӑ.

Ытти тӗрӗк чӗлхисене арап чӗлхинчен йышӑннӑ хӳкӳмет тата унӑн варианчӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӑл хаким (управляющий) сӑмахран пулнӑ.

«Общежити» сӑмаха та словарьсенче ҫавӑн пекех хӑвараҫҫӗ. Ҫавах та пирӗн институт пӗлтер хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекинче» ҫак сӑмахӑн чӑвашла эквивалентне илсе кӑтартнӑ: «пӗрлехи ҫурт». Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫак сӑмаха куҫарса пама ыйтсан та пирӗн чӗлхеҫӗсем «пӗрлехи ҫурт» терминпа усӑ курма сӗннӗ».

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #ЧПГӐИ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/iytu
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1487.30.9486
2017.08.23 16:24
Agabazar
Правительство — тӳре-шара.
Сӑмахсарсенче те тупма пулать.
Тата мӗн-ха вӑл "куҫарас" тени? Вырӑс чӗлхинче "общежитие" сӑмах пур, анчах "общежитИ" сӑмах ҫук!
Вырӑс чӗлхинче "Дом правительства" пур, анчах "правительство ҫурчӗ" ҫук!
http://hypar.ru/cv/tegi/tyre-shara
https://www.youtube.com/watch?v=hXEMLEumBUg
http://forum.chuvash.org/threads/xa ... xarti-pulamsem.4113/
Agabazar // 1487.30.9486
2017.08.23 16:27
Agabazar
"Общежити" пирки укҫа тӳлесе пӗлме пулать. — http://samah.chv.su/s/14/общежитие

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем