Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Атайкассинче чӑвашла туй иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.08.2011 21:24 | 3001 хут пӑхнӑ
Ҫӗнӗ ҫын шыв ҫулне уҫни
Ҫӗнӗ ҫын шыв ҫулне уҫни

Хальхи вӑхӑтра чӑвашла туйсем сайра хутра ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Ытларах — «ҫӗнӗлле». Каччи хӗрӗ патне каять те, ӑна илсе тухнӑ хыҫҫӑн ЗАГСа кайса ҫырӑнаҫҫӗ. Малалла вара кӑшт уҫӑлса ҫӳресен (паллӑ вырӑнсенче сӑн ӳкерсен) пӗр-пӗр столовӑя кайса апатланаҫҫӗ. Ҫапла вара чылайӑшӗн туйӗ иртет те.

Чӑваш туйӗ вара танлаштарсан самай кӑткӑсрах, интереслӗрех те. Вӑл пӗр кун мар, икӗ кун тӑсӑлать. Кӗҫӗн кӗрӳсемпе туй арӑмӗсем, шилӗк, шыв ҫулне уҫни тата ытти пайсенчен тӑрать. Кашни тӑрӑхра тата вырӑнти уйрӑмлӑхсем хушӑнаҫҫӗ.

Ҫурлан 6-мӗшпе 7-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче чӑн чӑвашла туй иртрӗ — Гурцев Василийпе Андреева Любовь (халӗ ӗнтӗ Гурцева хушаматлӑ) пӗрлешрӗҫ. Хӗрӗ Элӗк районӗнчи Синер ялӗнчен.

Туй шавлӑ иртрӗ — туй арӑмӗсем пӗр чарӑнми такмак хыҫҫӑн такмак каласа юрларӗҫ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ. Ятарлӑ артистсем мар — тӑвансемпе ял халӑхӗ.

Туйӑн иккӗмӗш кунӗ уйрӑмах интереслӗ иртрӗ. Каччӑ енчи тӑванӗсем шилӗкре парнесем панӑ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ ҫын шыв ҫулне уҫма кайрӗ. Эх, шыв сирпӗтрӗҫ те вара — ҫӗнӗ ҫын шыв илсе килнӗ май кама курнӑ пурне те сивӗ шывпа сапрӗҫ, сирпӗтрӗҫ кӑна. Йӗп-йӗпе пуличченех. Ун хыҫҫӑн ҫӗнӗ хӑна йӑлине тума кайрӗҫ. Кунта вара хӗр енчи тӑванӗсем апатлантарнӑ хыҫҫӑн шилӗк йывӑҫҫине кӑларчӗҫ — кӗҫӗн кӗрӳсем малтан йывӑҫа тӑпӑлтарса кӑларчӗҫ, кайран вара ун айӗнче пытарнӑ эрехе чакаласа кӑларчӗҫ (шыв тултарнӑ кӗленчине шӑтӑкрах хӑварчӗҫ). Каччӑ килне таврӑннӑ хыҫҫӑн унти шилӗке сӳтрӗҫ.

Туй пурне те килӗшрӗ — ахальлинчен пин хут лайӑхрах тесе каларӗҫ.

#Шупашкар районӗ, #Элӗк районӗ, #Атайкасси, #Синер

 

Комментари:

CHELBIR // 1807.51.8975
2011.08.17 23:19
CHELBIR
Çапла çав халь пĕчĕкшерĕн пĕчĕкшерĕн чăваш халăхĕ хăĕн йăли-ĕркине манса пăрахăçласа пуни пулать те ĕнтĕ çавă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем