Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче ҫӗнӗ ҫулсем тума палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хула администрацийӗнче пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр тытӑмӗсен проектлас умӗнхи ӗҫӗсене хатӗрлеҫҫӗ.
Тума палӑртнӑ ҫулсенчен хӑшӗ-пӗрин проекчӗсем хатӗр, теприсем тӗлӗшпе аукцион йӗркелеме пуҫланӑ.
Хулара тӗпрен ҫак вырӑнсене ҫӗнетме тата тума палӑртнӑ:
○ Электроаппараткинчен бульварне тӑватӑ йӗрлӗ тӑвасси;
○ Иван Яковлев проспектне тӗпрен ҫӗнетесси (Канаш ҫулӗнчен пуҫласа 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе хӗресленекен ҫавра таран; проектне хатӗрлеме ҫывӑх вӑхӑтра конкурс пуҫарӗҫ);
○ Соляново тӑкӑрлӑкри ҫула ҫӗнетесси (проект хатӗрлеме пуҫлӗҫ);
○ 30-мӗш автоҫула оперӑпа балет театрӗ таран туса ҫитересси (проект ӗҫне хатӗрлеме пуҫлӗҫ);
○ Карл Маркс урамӗпе Ярославль урамне ҫыхӑнтарас ӗҫ (проект ӗҫӗ вӗҫленнӗ, ҫула ҫывӑх вӑхӑтра тума пуҫлӗҫ);
○ Станциҫум урамӗнчи ҫула ҫӗнетесси (База тӑкӑрлӑкӗнчен пуҫласа Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗ таран; проект ӗҫне пуҫлаҫҫӗ);
○ виҫҫӗмӗш транспорт унки валли техникӑпа экономика тӗлӗшӗнчен сӑлтавласа хутсем хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ.
Альберт // 1013.91.1394
2017.06.07 23:06 | |
Кунта акӑ "Ярославская" урамне - "Ярославль урамӗ" тенӗ. Ман шутпа "Ярослав урамӗ" тесен тӗрӗсрех... ҫапах, "Ярослав" камне хам та пӗлместӗп..." | |
Аçтахар Плотников // 1837.60.2349
2017.06.08 10:23 | |
Урам ятне хула ячӗпе панӑ, ҫын ячӗпе мар. Ку факта тӗрӗсленӗ. | |
