Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи чӑвашсем район шайӗнчи Акатуя ҫулталӑк каялла кӑна паллӑ тума тытӑннӑ пулсан та ӳсӗм сисӗнет. Район ертӳҫисем ку ӗҫе ырланӑ, чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан ял хутлӑхӗсем хаваспах пулӑшма килӗшнӗ. Ҫапла пӗрлехи ӗҫ тытӑнсан никамӑн та айккинче тӑрса юласси килмен.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Шадриков сӑмахӗсемпе, Акатуй ирттерессине пӗлсен ҫынсем хӑйсем шӑнкӑравласа пулӑшу сӗнни питӗ хавхалантарнӑ. Ял хутлӑхӗсен пуҫлӑхӗсем сцена хатӗрлес, шалчасем чутлас ҫӗре хутшӑннӑ. Каярах вӗсем хӑйсен ӗҫӗпе мӑнаҫланнине курма питӗ кӑмӑллӑччӗ. Акатуй пек уявсем яла тирпей кӳреҫҫӗ.
Кӑҫал хӑнасене Хулаҫырми йышӑнчӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем пӗлтӗрхинчен те ытларахчӗ. Паллӑ строитель, Шупашкарта пурӑнакан Тутарстан чӑвашӗсен «Пӑлхар» ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ Николай Угаслов тӑрӑшнипе ҫӗпрелсен Акатуйӗ ҫӳллерех картлашка ҫине хӑпарма пултарчӗ. Чӑвашлӑха аталантарас енӗпе ҫак ҫын нумайӑшӗшӗн паянхи кун тӗслӗх пулса тӑрать.
Акатуй хӑй йӗркипе иртрӗ. «Алран кайми аки-сухи» гимна юрласа уявӑн куҫса пыракан ялавне ҫӗклерӗҫ. Хӑнасем тата йӗркелекенсем пухӑннисен умӗнче сӑмах каланӑ, спонсорсене Тав ҫырӑвӗсем панӑ хыҫҫӑн спорт ӑмӑртӑвӗсемпе конкурссем пуҫланчӗҫ. Капӑрлатнӑ суха пуҫӗ те, уяв тарантасӗсем те, шӳтлӗ ӑмӑртусем те — йӑлтах Акатуя илем кӳреҫҫӗ.
Акатуй аван иртрӗ. Йӑлтах лайӑх, пӗлсе йӗркеленӗ. Ҫавӑнпа та ӑна лайӑх паллӑ пама пулать. Ҫитес ҫул Упи ял тӑрӑхӗ мӗнпе тӗлӗнтерӗ-ши?