Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» тапма пуҫларӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.06.2011 12:09 | 2325 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирртерекен «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» фантастикӑпа фэнтези хайлавӗсен литература ӑмӑртӑвне пӗрремӗш сӑвӑ-калавсем киле пуҫларӗҫ.

Чи малтанхи Хӗрлӗ Чутай районӗнчен ҫитрӗ — Роксана Хромова (тӑтӑшах хутшӑнать) «Шыв туррине ирӗке кӑлартӑм» ятлӑ калав ярса панӑ. Канаш районӗнчи РФ Геройӗ Н.Ф. Гаврилов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Янкӑлчри вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Шемякина Кристина та хӑйӗн «Юрату паркӗ» калавне вӑраха тӑсмасӑр пирӗн пата ҫитернӗ. Патреккелти (Елчӗк районӗ) шкултан та ярса панӑччӗ — шел те, ӑмӑртун йӗрки-шывне тивӗҫтерменрен (сарӑмпа хатӗрлемен, Arial Cyr шрифтпа ҫапнӑ) ӑна хальлӗхе электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарман.

Асилтеретпӗр: Ӑмӑрту йӗрке-шывӗпе килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен ярса панӑ ӗҫсене 1 балл хушса хаклӗҫ.

Тӗнче тетелӗнчи «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫут ҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Хайлаври ӗҫ-пуҫ шывпа ҫыхӑнмалла (юханшыв, пӗве историне уҫса памалла, е ун хӗрринче, ун тавра пулса иртмелле). Тӑван тавралӑхри шывпа ҫыхӑнни тата та пахарах. Хушма тема — Атӑлҫи Пӑлхар. Хайлаври ӗҫ-пуҫ пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхра пулса иртни ӑна лайӑхрах хаклама май парӗ. Сӑвӑ-калава чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Хайлавсене ярса памалли адрес: amartu(анчӑк)chuvash.org

#Херлӗ Чутай районӗ, #Канаш районӗ, #литература, #конкурссем, #Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ, #Штанаш, #Янкӑлч, #Патреккел

 

Комментари:

Наташа // 8355.5.6161
2011.06.15 13:00
Иртнĕ конкурсăн кĕнеки пичетленсе тухман-и
ОЛЬГА ТАПИРОВА // 1512.64.3743
2011.06.15 13:32
Мĕн тери асамлă вăл-тĕнче,
Мĕн тери ачаш вăл-юрату!
Мĕн тери хаяр,ултав,суя,
Ах ытла та киревсер куллу!
Куртам эп çынсенчен курайманлăх,
Хаярран выляççĕ куçĕсем!
Мĕн тери эп чăтăмла пулсан та,
Чăтаймасть çакна ман чун-чĕрем!
Пурпĕрех шанатăп ырра эпе,
Эпĕ юрататап ПУРНĂÇА




2011.06.15 14:46
Аçтахар Плотников
Çук-ха. Хатĕрленет кăна.

Хăтлавĕ (презентацийĕ) çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче пулĕ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем