Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки Раиса Полякова ӗнер 65 ҫул тултарнӑ. Красноярск крайӗнче ҫуралнӑскерӗн вӑл виҫҫӗре чухнех ашшӗ-амӑшӗ тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, куҫса килнӗ, Канашра тӗпленнӗ.
Раиса Полякова театр сцени ҫинче 80 ытла сӑнар калӑпланӑ. Тӗрлӗ репертуарти рольсем лекнӗ ӑна: классикӑлла хайлавсенчисем те, хальхи вӑхӑтри драматургсен ӗҫӗсем те. «Куракана питӗ юрататӑп», — тесе калать иккен артистка. Пӗчӗк куракан-и вӑл, пысӑкки-и — пуриншӗн те чунтан пӗр пек вылянӑ.
1996 ҫултанпа вӑл театрта литературӑпа драматурги пайне ертсе пырать. Спектакльсене синхрон мелӗпе вырӑсла вӑл куҫарать. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр чухне сцена ҫине те тухать, юратнӑ кураканӗ валли тӗрлӗ сӑнара калӑплать.