Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» пуҫланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.05.2011 23:17 | 2465 хут пӑхнӑ

2011. Ҫуркунне те ҫитрӗ. Ҫулсерен шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче ирттерекен литература ӑмӑртӑвне пуҫлама та вӑхӑт ҫитрӗ. Кӑҫал вӑл «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ятлӑ пулӗ, хутшӑнакасен хӑйӗн пултарулӑхне фактастикӑллӑ е фэнтезиллӗ хайлав ҫырса палӑрмалла пулӗ. Интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Ӑмӑртӑва 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнайраҫҫӗ, хайлаври ӗҫ-пуҫ шывпа ҫыхӑнмалла (юханшыв, пӗве историне уҫса памалла, е ун хӗрринче, ун тавра пулса иртмелле). Тӑван тавралӑхри шывпа ҫыхӑнни тата та пахарах. Хушма тема: Атӑлҫи Пӑлхар. Хайлав ӗҫ-пуҫӗ ҫак авалхи, пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхра пулса иртни ӗҫе лайӑхрах хаклама май парӗ.

Ӑмӑрту 3 тапхӑртан тӑрать. Паянтан пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен малтанхи тапхӑр пулӗ — ку вӑхӑтра эпир сирӗн хайлавсене йышӑнатпӑр. Асӑрхаттаратпӑр: ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен ҫитернисене пӗр балл ытларах парса хаклӑпӑр, юпан 25-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитернисене — 1 балл сахалрах.

Хайлавсене amartu@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла.

Литература ӑмӑртӑвӑн положенипе эсир кунта тупма пултараттӑр.

#Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ, #конкурссем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем