Ҫак эрнере республика ертӳҫи яланхиллех тӗрлӗ муниципалитет тӑрӑх ҫӳресе вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар районӗнче пулнӑччӗ. Районти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли канашлу пуҫланиччен унти предприяти-организацисем тӑрӑх ҫӳремен вӑл: Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сиплев комплексне ҫеҫ кӗрсе тухнӑ. Тепӗр тесен, ҫав кун республика парламенчӗн черетлӗ сессийӗ иртрӗ те, ӗҫ кунӗнчи кашни минут шутлӑ пулнине тавҫӑрма кӑткӑс мар.
Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче Михаил Васильевич буфет патӗнче чарӑннӑ. Унта вӑл таурин энергетикне сутнине асӑрханӑ. Михаил Игнатьев ФСКра ун йышши шыв сутнинчен тӗлӗннӗ, ҫавӑншӑн вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ.