Кӳкеҫсем, Шоссе урамӗнче пурӑнакансем, ҫуртне авариллӗ тесе йышӑнассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫынсем тӗрлӗ инстанцие ҫитнӗ.
Кӳкеҫ урлӑ М-7 ҫул иртсе каять. Йывӑр тиевлӗ урапасем пӗр вӗҫӗм ҫӳреҫҫӗ, вӗсем кайнӑ чухне бараксем чӗтренеҫҫӗ-мӗн. Ҫитменнине, ҫынсем газ баллонӗпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем — 50 литрлисем. Комисси тӗрӗсленӗ чухне вӗсемпе усӑ курма юраманни пирки асӑрхаттару тунӑ. Анчах апат мӗнле пӗҫермелле?
Комисси электричество плитисемпе усӑ курма сӗннӗ. Анчах кивӗ электропралук ӑна чӑтаймасть. Ҫурт никӗсӗ вара путнӑпа пӗрех. Анчах комисси ҫурта пурӑнма юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх вара, мачча ҫирӗп мар. Тӗрлӗ инстанцие ҫитни усӑ паман. Документра каланӑ тӑрӑх, ҫурта 55 процент ҫеҫ кивелнӗ. Ҫӗнӗ тӗрӗслев вара 70 процент тесе йышӑннӑ. Роспотребнадзор та ку ҫуртсемпе кӑсӑкланнӑ.