Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнче витӗмлӗ вырӑн йышӑннӑ предприятисенчен пӗри, Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) ҫаплипех ҫул юппинче тӑрать.
Иртнӗ уйӑхӑн 23-мӗшӗнче хапрӑкӑн патшалӑх аллинчи 49 процент акцине сутмалли черетлӗ аукцион иртмеллеччӗ, анчах ун чухне та ӑна туянакан тупӑнман.
Пушанса юлнӑ инкубаторсене чӑх-чӗпе малтан чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӑмарта хурасси пирки хыпарларӗҫ, каярах раштав уйӑхӗн ҫурринче тесе каларӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем ку сӑмах чӑна тухассӑн туйӑнмасть теҫҫӗ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса ҫырнӑ РФ Перекет банкӗн тата Чулхулари «Корма и концентраты» обществӑн тавӑҫӗсене пӑхса тухнӑ тав ку ыйту патне таврӑнассине ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 17 тата 17-мӗшӗсене куҫарнӑ. Авӑн уйӑхӗнчи ларура Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче унчченхи тавӑҫҫӑсемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑччӗ. Хапрӑк хӑй умӗнче те апатшӑн татӑлса пӗтменнине пӑхмасӑрах Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗччӗ. Анчах тавӑҫпа тухнисем кунпа килӗшесшӗн пулман.
