Раҫҫейри экономика шкулӗ тата Ernst & Young хатӗрленӗ «Раҫҫей тӑрӑхӗсенче бизнес тумалли майсене виҫесси» (Измерение условий ведения бизнеса в российских регионах) докладпа килӗшӳллӗн чи хӑтлӑ тӑрӑх шутне Тутарстана кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Мускава бизнес тума чи йывӑр регион шутне кӗртнӗ.
Тӗпчев ӗҫне Муставпа Питӗр хулисене, Тутарстана, Иркутск, Ростов, Тверь тата Воронеж облаҫӗсене, Томскпа Пермь Енсене кӗртнӗ. Ҫул-йӗре, электроэнергипе тивӗҫтерессине, вӑрӑ-хурахсем чӑрмантарнине, налук йывӑрӑшне, ҫӗрпе тивӗҫтерессине, ӗҫ ҫыннисен ӑсталӑхне ӳстерессине, укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ пулнине, ҫыхӑнусене ҫӑмӑл е йывӑр йӗркелессине, политика тӑрӑмне, сӗтев ыйтассине, таможня йӗркине, тӳре-шара системине, лицензипе ирӗклӗх илессине, ӗҫ законодательствине тата ыттине тӗпченӗ. Пур тӑрӑхра та тенӗ пекех усламҫӑсем налук йывӑр пулнине пӗлтернӗ.
Каласа хӑварас пулать, нумай пулмасть Тенче банкӗ ирттернӗ Doing Business тӗпчевре те Тутарстана ҫӳллӗ шайра хакланӑ.